Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ (Григорий Скворцов)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Шак! шаккать хуллен сехечӗ,
Ҫеккунтсен иртет черечӗ.
Кӗҫ минут та, ак, тулать —
Минутран сехет пулать.

Ҫавӑн пек иртет ҫулталӑк,
Ҫӗнӗ ҫул уҫать ҫӗн алӑк —
Хӗл Мучийӗ, Юр пике
Килсе кӗчӗҫ ман киле.

Пичӗсем улма пек хӗрлӗ,
Кучченеҫӗ — темӗн тӗрлӗ,
Йӑл! кулли ҫиҫет сӑнра,
Сӗнсе пӑхрӑм эп сӑра.

Симӗс чӑрӑш тавралла,
Питӗ савӑк йышпала:
Тилӗ, кашкӑр та куян —
Ташша ятӑмӑр вӑйран.

Кӗмӗл уйӑх кантӑкран
Пӑхса илчӗ кӑшт тӑрсан.
Пухрӗ ҫӑлтӑр картине,
Вӑййа тухрӗ тӳпене.

Шак! шаккать хуллен сехечӗ,
Минутсен иртет черечӗ,
Ак, вун иккӗ вӑл ҫапать,
Ҫӗн ҫула вӑл ал парать.

Курантпа пӗрле хаваслӑн
Хрустальсем янраҫ пӗр саслӑн.
Ҫӗнӗ ҫул, пуҫла кунна —
Раҫҫейпех кӗтнӗ хӑна.

Григорий Скворцов.
Вӑрнар районӗ, Мӑньял Хапӑс ялӗ.



Тулли верси :: Статья каҫми